Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче, раштавӑн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Литература музейӗнче Чӑваш художникӗсен пӗрлешӗвӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна кӑҫалхи ҫулла Муркаш районӗнчи Ильинкӑра иртнӗ пленэр тӑрӑх хатӗрленӗ.
Куравра пулса курнӑ Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, Литература музейӗнчи курава тӑватӑ художник — Анна Брагина, Владимир Галошев, Анатолий Головинский тата Николай Федотов — ӗҫӗсене тӑратнӑ. Пленэра хутшӑннӑ тепӗр художник, Арина Перцева (Перцаль), командировкӑран Шупашкара таврӑнсан хӑйӗн ӗҫӗсене курава тӑратма шантарнӑ-мӗн.
Курава Муркаш районӗнче те кӗтеҫҫӗ. Унти Вирьял чӑвашсен музейӗн ертӳҫи Татьяна Ермолаева авторсене йыхравланӑ та. Музее картина парнеленӗшӗн вӑл Анна Брагинӑна Тав хучӗпе те хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |